Ӗнер, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче, республикӑн Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе литературин регионти олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Чӑваш Республикинчи тата республика тулашӗнчи шкулсенчи 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗн чысне 11-мӗш класра вӗренекен Мария Корнилова хӳтӗленӗ.
Сӑмах май каласан, регионсем шайӗнчи олимпиадӑсенче Мария 4 ҫул ӗнтӗ лайӑх пӗлӳ кӑтартать иккен. Тӑван ен культурипе вӑл 2 ҫул, чӑваш чӗлхипе тата литературипе 2 ҫул малтисен ретӗнче пулнӑ. Кӑҫалхи ҫивӗч ӑмӑртура та Мария Корнилова ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Паллах, ҫитӗнӳ хӑй тӗллӗн килмест, пӗлӗве вӗреннӗ чухне куллен туптамалла теҫҫӗ унӑн вӗрентекенӗсем.
Мария Корниловǎна олимпиадǎна Н.Н. Круглова тата В.Н. Воронова вӗрентекенсем хатӗрленӗ.
Географи ячӗсене икӗ чӗлхепе пур чухне те ҫырманнишӗн чунӗсене ыраттаракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ятсене шӑрҫалама тӑрӑшакансем те тепӗр чухне йӑнӑш ҫине йӑнӑшпа ҫырса хураҫҫӗ. «Никампа канашламасӑр ҫыраҫҫӗ-ши?» — тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет ун пекки вара. Йӑнӑшсем пирки «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала та ҫыраҫҫӗ. Сӑмахран, Мичман Павлов урамӗнчи 74-мӗш ҫурт пирки калани пурччӗ. «Ҫурт ҫинчи «Мичман Павлов урамӗ / улица Мичмана Павлова» пӗр чӗлхепе кӑна, унтан тата йӑнӑшлӑ ҫырса хунӑ», — тенӗ. «С.Д. Павлов тинӗс ҫарта хӗсметре тӑман, нихӑҫан та. Мичман вӑл хушма ячӗ», — тенӗ ҫӑхав авторӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан И.В. Иванов ятлӑ ҫын вара «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала урам ячӗсене икӗ чӗлхепе ҫырма ыйтса янӑ. Иртнӗ эрнере вӑл унта ҫичӗ хутчен ҫыру ӑсатнӑ иккен. Унта вӑл Ишлейри тата Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ урамсен ҫурчӗсем пирки каланӑ. Тӗрӗсрех, вӗсене вырӑсла тата чӑвашла кӑтартмаллине асӑрхаттарнӑ. Хӑйӗн ыйтӑвне ӗнентерес тесе ҫыру авторӗ сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ.
Паян — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Егоров ҫуралнӑранпа 135 ҫул.
Чӑваш тӗнчинче сумлӑ йӗр хӑварнӑ ҫын 1880 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ку ял Куславкка районне кӗрет.
Василий Георгиевич тюрколога тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. 1899 ҫулта Чӗмпӗрти учительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл унти тӗн семинарийӗнче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче пӗлӗвне туптанӑ. 1916 ҫулта ӳркенмен чӑваш Сантк-Петербургри университетра ӑс пухать.
Нумай пӗлӳ илнӗскер вӗрентекенте те тӑрӑшать, Сиринче Палестин обществин вырӑссемпе араб шкулӗсен заведующийӗнче тӑрӑшать. Тӑван ҫӗршыва 30 ҫулта таврӑнсан Хусан кӗпӗрнийӗнчи Елабуга хулинче хӗрарӑмсен училищинче, чӑн училищере ӗҫлет. Златоуст хулинче халӑх училищисен инспекторӗнче те тар тӑкать, Халӑх вӗрентӗвӗн Омскри пайӗнче инструкторта тимлет. 1921 ҫулта хастарскер Чӑвашсен рабочи факультетне йӗркелесе ертсе пыма тытӑнать.
Халӑх ыйтнипе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла открыткӑсем кӑларчӗ. Чӑн та лавккасенчи сентресем йӑлтах вырӑслисемпе кӑна тулса ларнӑ — хӑйсен тӗсӗсемпе 100 яхӑн тӗрлӗ открытка илӗртет. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлисем пачах та ҫук. Ку ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех уявсем ячӗпе открыткӑсем кӑларма палӑртатпӑр.
Чи малтанах эпир Тӑван чӗлхе кунне халалланине кӑларас терӗмӗр. Ӑна нарӑсӑн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ҫак уяв питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр — чылай ҫемьере хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ.
Иккӗмӗш черете Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланине тӑратрӑмӑр — вӑл та ҫак кунсенче пичетрен тухрӗ. Ӑна эпир чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлерӗмӗр. Открыткӑсене, иккӗшне те, «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ пысӑк мар — 20 тенкӗ кӑна. Нумай тиражпа кӑлармарӑмӑр — кашнине 100 штук кӑна.
Ҫитес вӑхӑтра «Саламлатӑп» ятпа укҫа конвертне тата Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ открытка кӑларма планлатпӑр. Вӗсем ҫак эрнерех пичетленсе тухасса шанатпӑр.
«Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс», — тенӗ Иван Яковлев. Ҫакна тӗпе хурса пурӑнмалла халӑхӑн: ачисене мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентмелле. Ку — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» пурнӑҫламалли тӗп мел те.
Ача тӑван чӗлхене вӗренсе тӑван тӑрӑха юратма, наци йӑли-йӗркине, чӑваш халӑхне хисеплеме тытӑнать. Ҫакна Каҫал тӑрӑхӗнче питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ.
Районти хӑш-пӗр ача пахчинче ачасене чӑваш чӗлхине юратма вӗрентеҫҫӗ, унпа лайахрах калаҫма хӑнӑхтараҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи «Хӗвел» ушкӑнра воспитательре ӗҫлекен Алина Леонтьевна Родионова шӑпӑрлансемпе чӑваш чӗлхи каҫне ирттернӗ. Унта вӗсем чӑваш халӑхӗн юррисемпе, ташшисемпе, вӑййисемпе, сӑввисемпе усӑ курнӑ.
Шкула ҫӳремен ачасем «Автан», «Пӗчӗк ҫеҫ путене» юрӑсене шӑрантарнӑ, «Ҫӑпата», «Тухья» вӑйӑсене вылянӑ, «Ташӑ кӗвви» ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ. Ачасене Августа Уляндина юрлакан «Атьӑр, хӗрсем, вӑрмана» юрӑпа ташлани килӗшнӗ. Ачасем «Асанне юмахӗсем» видеоклип пӑхса чӑваш юмахӗсен тӗнчине лекнӗ.
«Подмосковные вечера» юрра пирӗн ҫӗршывӑн визит картти тесе хаклаҫҫӗ. Пуҫласа ӑна 1957 ҫулта Ҫамрӑксемпе студентсен VI пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнче шӑрантарнӑ. «Вечерняя Москва» хаҫат нумаях пулмасть ҫав юрра 34 чӗлхе ҫине куҫарнисене пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна редакци нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова парнеленӗ.
Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗнче кӗнекене лайӑх тишкернӗ те, паллӑ юррӑн чӑвашла варианчӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханса ӳкнӗ. Халиччен, тен, такам куҫарнӑ та пуль тесе ӑна шырама тытӑннӑ. Анчах усси пулман — тупӑнман. Вара Леонид Волков Юрий Сементер поэта чӑвашла куҫарма ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен.
Чӑвашла куҫарнӑ юрра Леонид Волков нумаях пулмасть «Вечерняя Москва» хаҫатӑн тӗп редакторне Александр Куприянова парнеленӗ. Лешӗ ӑна хӑйӗн пӳлӗмӗнче рамкӑра ҫакса хума пулнӑ. «Подмосковные вечера» юрӑ пуххине тепре кӑларнӑ чух чӑвашла куҫарнине те кӗртме шантарнӑ.
Чӑвашла куҫарнӑ варианта Мускаври чӑвашсем нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Константин Иванова халалласа ирттерме палӑртнӑ уяв каҫӗнче янӑратӗҫ.
Арҫынна чӑвашла калаҫма пӗлни ҫӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ку ӑна вӑрланӑ укҫана тавӑрма пулӑшнӑ.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче 53 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса пани паллӑ пулнӑ. Вӑл, таксист, пассажира ҫаратма хӑтланнӑ-мӗн.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, преступник, Азербайджанра ҫуралса ӳснӗскер, халӗ Хусанта пурӑнаканскер, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче саккас йышӑннӑ: 32 ҫулхи арҫынна Хусантан Вӑрмар районне илсе ҫитермелле.
Пассажир малти ларкӑча вырнӑҫнӑ, укҫа тӳленӗ те ҫывӑрса кайнӑ. Таксист ҫакӑнпа усӑ курнӑ та. Лешӗн кӗсйинчен енчӗкне туртса кӑларнӑ та 47 пин тенке йӑкӑртнӑ.
Пассажир вӑрансан укҫа ҫухалнине сиснӗ, водительтен ӑна тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ ухмаха пенӗ — нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун хыҫҫӑн пассажир полицие шӑнкӑравланӑ та вӑрӑ нимӗн те ан ӑнлантӑр тесе чӑвашла каласа ӑнлантарнӑ. Таксист заправкӑна кӗнӗ, унта ӑна полицейскисем тытса чарнӑ.
Таксиста тӗрӗсленӗ май унӑн ҫумӗнче енчӗк тупнӑ. Укҫан пысӑк пайне вӑрӑ нуски ӑшне пытарма ӗлкӗрнӗ.
2015 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗн Патӑрьелӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкулӗнче литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлесси» семинар иртрӗ.
Семинара Патӑрьел район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ тата чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ йӗркелерӗҫ. Унта Патӑрьелпе Шупашкар районӗн чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсем тата Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров, вӑлах Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи хутшӑнчӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Патӑрьелти пӗрремӗш шкул ачисем ҫӑкӑр-тӑварпа тата Первомайски шкулӗн ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Елена Сорокина) юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ чысласа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн шкулӑн акт залӗнче ачасен тата вӗрентекенсен пултарулӑхӗпе паллашрӑмӑр, пӗчӗк концерт куртӑмӑр.
«Ирӗклӗх» тӳре-шарана чӑвашла Конституцие йышӑнма сӗнни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Анчах общество организацийӗн сӗнӗвне шута илесшӗн мар иккен. Кун пирки «Ирӗклӗх» сайчӗ пӗлтерет.
Общество хастарӗсем ку ыйтупа тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хуравӗнче федераци тата регион саккунӗсенче саккунсене икӗ чӗлхепе йышӑнмаллине кӑтартакан ҫирӗп норма ҫуккине пӗлтерет.
Парламентра Конституцин чӑвашла куҫарӑвӗ вырӑслипе пӗр тан пулнине калаҫҫӗ. Прокуратура ҫапла пӗлтернӗ: ЧР Конституцине Раҫҫейӗн патшалӑх чӗлхипе ҫеҫ йышӑнни саккуна пӑснине пӗлтермест-мӗн.
«Ирӗклӗх» патшалӑх инстанцийӗсемпе чӑвашла ҫырӑннӑ. Патшалӑх Канашӗ ҫырӑва чӑвашла хуравланӑ. Прокуратура икӗ чӗлхепе те ҫырнӑ. ЧР Юстици министерстви вырӑсла хуравланӑ. Унта чӑвашла лайӑх пӗлекен профессионал куҫаруҫӑ ҫук-мӗн.
Аса илтерер: общество хастарӗсем ҫакна пӗлтӗр кӗркунне пуҫланӑ. Вӗсем ЧР Конституцийӗ вырӑсла ҫеҫ пулнине, чӑвашла куҫарӑвӗн юридици вӑйӗ пулманнине палӑртнӑ.
Ӗпхӳре юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑвашсен вырсарни шкулӗ уҫӑлнӑ. Ӑна ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара паракан программӑпа ҫӗнетнӗ иккен. Тӗплӗ юсав валли кӗмӗле Марат Хафизов ятлӑ усламҫӑ уйӑрнӑ.
Ҫурта ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара панӑ май усламҫӑ умӗнче влаҫсем кӑштах услови лартнӑ тесен те йӑнӑш мар. Хайхин малтанхи виҫӗ ҫул хушшинче ҫурта тӗплӗн юсамалла пулнӑ тата тара илнишӗн хыснана тӳлемелле. Ӗҫе тӗплӗ пурнӑҫласан арендншӑн пӗр тӑваткал метршӑн 1 тенкӗ тӳлеттернипех ҫырлахӗҫ. Ҫапла хака 25 ҫуллӑха палӑртнӑ.
Вырсарни шкулне 187 тӑваткал метр лекнӗ. Унта халӗ 140 чӑваш ачи вӗренет. Вӗсем чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеҫҫӗ, литературӑпа паллашаҫҫӗ. Ачасене информатикӑпа ют чӗлхене те вӗрентеҫҫӗ. Декораципе прикладной ӳнерӗн кружокӗ те ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |